Сем вармане каш та каш

Оригинальный текст и слова песни Чувашия:

Сeм вaрманe каш та каш,
Сулхaн cилe ваш та ваш,
Эс ан cуйaх, ан cухраш,
Cывaр, пeчeкce чaваш!

Урупа ан тапкалаш,
Аллупа ан cапкалаш,
Анн?пе эс ан тавлаш,
Cывaр, Аптраман тавраш!

Ашa cумaр чаш та чаш,
?с, калчам, ceклен эс яш,
C?лерен c?ле кармаш.
Cывaр, пeчeкce чaваш!

Юлташпа эс пул юлташ,
Усалпа эс ан паллаш.
Тaшманпа ан пул йaваш,
Cывaр, Аптраман тавраш!

Вырaспа та тaванлаш,
Тутарпа та эс туслаш,
Пурте — пирeн хурaнташ,
Cывaр, пeчeкce чaваш!

Малалла утсан — малаш,
Каялла юлсан — каяш,
Чaн cултан эс ан аташ.
Cывaр, Аптраман тавраш!

Перевод на русский или английский язык текста песни — Чувашия исполнителя Колыбельные народов мира:

Сeм вaрманe каш та каш,
Сулхaн cилe ваш та ваш,
Эс ан cуйaх, ан cухраш,
Cывaр, пeчeкce чaваш!

Урупа ан тапкалаш,
Аллупа ан cапкалаш,
Анн?пе эс ан тавлаш,
Cывaр, Аптраман тавраш!

Ашa cумaр чаш та чаш,
?с, калчам, ceклен эс яш,
C?лерен c?ле кармаш.
Cывaр, пeчeкce чaваш!

Юлташпа эс пул юлташ,
Усалпа эс ан паллаш.
Тaшманпа ан пул йaваш,
Cывaр, Аптраман тавраш!

Вырaспа та тaванлаш,
Тутарпа та эс туслаш,
Пурте — пирeн хурaнташ,
Cывaр, пeчeкce чaваш!

Малалла утсан — малаш,
Каялла юлсан — каяш,
Чaн cултан эс ан аташ.
Cывaр, Аптраман тавраш!

Если нашли опечатку в тексте или переводе песни Чувашия, просим сообщить об этом в комментариях.

Видеоклип Колыбельные народов мира


1.Хумханать хирте ыраш, сĕм вăрман та каш та каш
Сар хĕвел пайăрки пит ачаш
Ыткăнать яка ҫулпа тур лаши
Ҫук ăна чараймĕ ҫил ытлашши

Хушса юрламалли:
Уй-хир урлă вăрман витĕр хăнана кайсан
Савăнасчĕ кăмăлтан пĕтĕм чунăмран
Кăмăлсем паян мĕн тери аван
Ыр сунса кĕтет пире савнă тус тăван

2.Кил-хуҫи епле маттур, ун пекки тата кам пур
Кĕрекӳ илĕртет ай тур-тур
Кукăль, тăпăрчă, шăрттан, капăртма
Яланах эпир хавас сăйланма

3.Алтăр куркинче сăра, тав туса ĕҫер вара
Шăп ларни килĕшмест уявра
Эй хут купăс пар ян-ян сассуна
Юрă шăратас килет пĕр канна


Юрий, Иван Архипов – Мӑшӑр пултӑр юнашар

1)Уй варринче ирӗклӗхре сенкер кӑвак чечек пур
Ешӗл курӑк хушшинче те куҫа илӗртет вӑл кур
Манӑн ҫумра ытарайми ҫамрӑк савнӑ мӑшӑр пур
Тарават та пит сӑпайлӑ ӗҫре вут пек пит маттур

П-в
Мӑшӑр пултӑр юнашар урӑх ним те кирлӗ мар
Пурнӑҫ ҫулӗпе утмашкӑн мӑшӑрсӑр эх ҫӑмӑл мар
Никам та, нихҫан та танлашаймӗ мӑшӑрпа
Емӗт манӑн пурнӑҫланчӗ ылтӑн мӑшӑр пур ҫумра

2) Пӗрре пулас мӑшӑрӑма курса пуҫа ҫухатрӑм
Пӗр санпа ҫеҫ савнӑ мӑшӑр чӑн телей вутне туйрӑм
Шӑпине эп тав тӑватӑп эс пурришӗн ман ҫумра
Айӑпланнӑ хурлантарнӑ ӗнтӗ эс каҫар мана.


1.Пурнăҫ урапи ҫинче
Кам мĕнле ларса пырать
Пурнăҫри телей ҫинчен
Тепĕр чух шутлаттарать

Хушса юрламалли:
Лавĕ тулли пулчĕ-ши
Лаши кутăн пулчĕ-ши
Шăлтăр-шăлтăр урапи
Мĕншĕн тикĕс кусмас-ши

2.Пурнăҫри йывăрлăха
Май тупасчĕ ҫĕнтерме
Тӳпери сар хĕвелтен
Пултарасчĕ вăй илме

Хушса юрламалли:
Лавĕ тулли пулсан та
Лаши кутăн пулсан та
Шăлтăр-шăлтăр урапи
Кăлтăр-кăлтăр кустăр-и?

3.Пурнăҫ тума ҫăмăл маар
Манар мар атте пилне
Лавĕ ҫине лартăн пулсан
Ҫирĕп тыт тилхепине


1. Ан васка ытла, тăванăм, лашуна кӳлме
Уйăх ҫутипе пулсан та ҫитĕн-ха килне!
Эс кайсассăн кĕрекеҫĕм пушанса юлать
Кулянать ман чун-чĕреҫĕм, тунсăхпа тулать

2. Тăхтасам кăштах, тăванăм, ҫул курки тытма
Хистесех питех ан ыйт-ха ăсатса яма!
Пĕр ҫавра юрă юрлар-и юнашар тăрса
Пĕр-пĕрне телей сунар-и куҫран куҫ пăхса

3.Эс мана килсе курнишĕн чунăм савăнать
Уйрăлма вăхăт ҫитнишĕн куҫăм шывланать…
Ан васка ытла, тăванăм, лашуна кӳлме
Уйăх ҫутипе пулсан та ҫитĕн-ха киле!

1.Хут купăса тытам-и
Кун ҫул юрри пуҫлам-и?
Мĕн пур тăванăм тăтăр савăнса
Хут купăса тăсам-и
Ҫĕн кун юрри пуҫлам-и?
Тавра яш-кĕрĕм тăтăр ал ҫупса!

Хушса юрламалли:
Чие ҫеҫкине ҫурсассăн
Хĕвел ăшшине туйсассăн
Ҫырли пиҫĕ тата тутлăрах
Тăван тăван савсассăн
Пĕрне пĕри ыр сунсан
Пурнăҫ пулĕ тата лайăхрах

1.Вăрманта кайăксем юрлани
Уй-хирте ӳсекен чечексем
Сан валли çеç юрлаççĕ савни
Сан валли çеç ӳсеççĕ вĕсем

хушса юрламалли:
Сан валли-çке савни сан валли
Сан валли-çак çепĕç сăмахсем
Сан валли-çке савни сан валли
Чĕререн тухакан сăмахсем

2.Кӳлĕре пулăсем выляни
Садсенче пиçекен çырласем
Сан валли çеç выляççĕ савни
Сан валли çеç пиçеççĕ вĕсем

3.Каçхине çăлтăрсем выляни
Чĕререн тухакан юрăсем
Сан валли çеç выляççĕ савни
Сан валли çеç янраççĕ вĕсем

♫ Ой, садра, пахчара

Пирěн твансем нумай мар,
Сăр хěрринчен пуçласа.
Сăр хěрринчен пуçласа та
Атăл хěрне çитиччен.

Ой, садра, пахчара
Сарă кайăк йăвара.
Сарă кайăк йăвара та
Эпир кунта хăнара.
Ой, пахчи, сад пахчи,
Йěри тавра умлуççи.
Йěри тавра умлуççи те
Пирěн твансем чун уççи.

Квакал ишет кÿлěре,
Хуплу пиçет кмакара,
Хуплу пиçнě майěпе те
Килсе курас терěмěр.

Хăмла ÿсет пахчара,
Сăра йÿçет каткара.
Сăра йÿçнě майěпе те
Килсе курас терěмěр.

Пирн тăвансем кăмăллă,
Ачи-пăчи телейлě.
Твансем лайăх майěпе те
Килсе курас терěмěр.

ТĂВАН ЯЛ
(Андрей Думилин репертуарĕнчен)

1. Ман юратнă ялăм, ман мухтавлă ялăм
Илĕртетĕн хăв илемĕпе
Маншăн эс чи сумлă, маншăн эс чи хаклă
Кунран кун тăратăн ӳсĕнсе

Хушса юрламалли:
Эп сана манса каймăп н

Читайте также: